— Хӑвӑн шӑпуна чӑваш халӑх историне тӗпчессипе тачӑ ҫыхӑнтартӑн. Ҫак пархатарлӑ вучаха сан чунунта кам чӗртнӗ-ши?
— Эпӗ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тупай Сӗмӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Анчах аттепе анне
Шупашкара куҫса килнипе хула ачи пулса тӑтӑм. Кашни ҫуллахи каникулта яла каяттӑм. Унтах
чӑвашла калаҫма вӗрентӗм. Ҫамрӑк пулсан та ялти сумлӑ икӗ ватӑпа туслашрӑм. Пӗри — Тӳмму юмӑҫчӗ, тепри — уксах Иван. Тӳмму юмӑҫран ялта пурте хӑратчӗҫ. Эпӗ вара унӑн килӗнчен тухма пӗлместӗмччӗ. Вӑл чӑваш йӑли-йӗркине лайӑх пӗлетчӗ. Мана авалхи легендӑсене, юмах-халап каласа паратчӗ. Ял историне лайӑх пӗлетчӗ. Пӗчӗк чух ҫурт маччи ҫине хӑпарма юрататтӑм. Унта авалтан упранса юлнӑ тем тӗрлӗ япала выртатчӗ. Ҫавсене алла тытса пӑхса тӗлӗнеттӗм. Анне аппӑшӗ мана пирӗн йӑх ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлтерчӗ. ХVI ӗмӗрте пирӗн Йӑхра Тапай юмӑҫ пулнӑ.
— Чылай чух эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш пулнишӗн именетпӗр. Ҫакӑ таҫтан чӗре тӗпӗнчен тухнӑн туйӑнать мана. Ирӗкле ҫыравҫӑ пулнӑ май, час-часах хамӑн кӗнекесене уявсенче суткалатӑп. Кӗнеке туянма ыйтсан хӑш-пӗр чӑваш мана: «Эпӗ чӑвашла вулама пӗлместӗп...», — тесе чуна ыраттарать. Эпӗ вара тарӑхса ҫапла хуравлатӑп: «Укҫа ҫук тесе калӑр-ха пӗрех хут...»
— Шел те, пире истори кирле мар текенсем те тупӑнаҫҫӗ. Теприсем
чӑваш историйӗ ял валли ҫеҫ теҫҫӗ. Кӗнеке туяниччен пӗр кӗленче сӑра е эрех илсе ӗҫетӗп текенсем те пур. Эпӗ хамӑр пуласлӑхшӑн чӗре макӑрнипе историк пулма шут тытрӑм. Чӑвашсем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Пӗрисем ӗҫкӗпе алхасаҫҫӗ, теприсем вӑрӑпа пуяҫҫӗ. Чӑваш историйӗ интеллигенцие тата ачасене кирлӗ. Хуҫасене пачах та кирлӗ мар. Уйрӑмах — услам тӑвакансене. Вӗсем паян пуйса юласшӑн. Апла-и, капла-и, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан та сахал мар. Чӑваш историйӗ пирки татӑклӑн калама вара питӗ те йывӑр. Ӑсчахсенчен хӑшӗ-пӗри эпир скифсем теҫҫӗ, теприсем вара ассириец пуласшӑн. Египет еннелле туртӑнакан та чылай. Концепцисем тӗрлӗ енлӗ. Историе пӑтратаҫҫӗ анчах.
Тутарсем вара пирӗн историе пачах урӑхлатасшӑн. Пирӗн утияла хӑйсем ҫине туртаҫҫӗ. Чӑвашсем
пӑлхарсем мар теме пӑхаҫҫӗ. Чӑвашӑн кама ӗненмелле-ха? Ҫаксене шута илсе эпӗ чӑваш историне тата та тарӑнрах тӗпчеме тытӑнтӑм.
— Санӑн ытти ӑсчахсемпе кӑларнӑ атлассемпе каталогсенче сӑрӑллӑ иллюстраци нумай. Схемӑсемпе тата таблицӑсемпе витӗмлӗн усӑ куратӑр. Тӗрӗк тӗнчине тӗпчекенсен шухӑш-кӑмӑлне халӑхӑмӑр патне ҫитерер-ха...— Манӑн чӑваш историйӗ мар, _чӑваш цивилизацийӗ_ теес килет. Мӗншӗн тесен эпир авалхи чӗлхене упраса хӑварма пултарнӑ халӑх. Вӑл 5 тапхӑра пайланать.
1-мӗш тапхӑр — Алтай тапхӑрӗ.
— Пирӗн мӑн асаттесем 1-мӗш ӗмӗрччен унта пурӑннӑ. Ку тапхӑра тепӗр майлӑ хунсен тапхӑрӗ теҫҫӗ. Алтай тӑрӑхӗнче хун империйӗ пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 209 ҫул чи вӑйлӑ тапхӑр пулнӑ. Ун чух император тронӗ ҫинче Модэ шаньюй ларнӑ. Ҫав тапхӑрта чӑваш /пӑлхар/ чӗлхине ҫӗр ытла китай сӑмахӗ кӗнӗ. Сӑмахран, ҫын, сухан, тӗн/че/, мамӑк тата ытти те. Ҫак сӑмахсем чӑвашсем /пӑлхарсем/ ҫӗр ӗҫне пуҫланине пӗлтереҫҫӗ. Пирӗн чӗлхене Модэ вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех 900 монгол сӑмахӗ кӗнӗ. Сӑмахран, вӑкӑр. Мӑн асаттесем выльӑх-чӗрлӗх тытма тытӑнни палӑрать. Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлени тата куҫса ҫӳрени - ҫакӑ веҫех чӑваш цивилизацийӗн уйрӑмлӑхӗ, синтезӗ. Тӗне илес пулсан, ун чух хӗвеле, ҫӗре, шыва пуҫ ҫапнӑ. Ҫут ҫанталӑка Турӑ вырӑнне тунӑ. Пирӗн эрӑчченхи 72-68 ӗмӗрсенче Китай хӗстернипе чӑвашсем /пӑлхарсем/ вӑл вырӑнсене пӑрахса кайнӑ.
2-мӗш тапхӑр - Ҫурҫӗр Кавказ тапхӑрӗ.Кунта пирӗн йӑхсем 2-мӗш ӗмӗртен пуҫласа 3-мӗш ӗмӗрччен пурӑннӑ. Ку тӑрӑха малтан сӑварсем ҫитнӗ, каярахпа, 100 ҫултан, пӑлхарсем. Ҫурҫӗр-Кавказра пурӗ 800 ҫул пурӑннӑ.
Ку вӑхӑта 3 тапхӑра пайлама пулать. 1-мӗшӗ — пӑлхар йӑхӑсем пӗрлешни. 2-мӗшӗ — Аслӑ Пӑлхар. 3-мӗшӗ — Хазар каганатӗнчи Сӑвар патшалӑхӗ. Ку тапхӑрта пирӗм чӗлхене иран, араб, грек сӑмахӗсем кӗнӗ. Ҫурҫӗр Кавказра малтан Иран халӑхӗ пурӑннӑ пулнӑ. Ку тӑрӑха тӗрӗксем ҫитнӗ те ерипен вут культне /Зороастризм/ тӗп тӗн туса хунӑ. Алтайра пурӑннӑ чух шыв, тӳпе, ҫӗр, хӗвел кульчӗ пулнӑ пулсан, кунта вут тӗнӗ хушӑннӑ. Ҫак тапхӑрта пирӗн аслӑ Турӑ Тенгрихан пулса тӑнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем юмансене пуҫ ҫапнӑ, киремет йӗркеленнӗ. Чӑваш тӗнне икӗ тӑват кӗтеслӗх урлӑ ӑнлантарма пулать. Ку чӑвашӑн ӗлӗк-авалтан килекен философийӗ, тӗнче курӑмӗ. Тулашри тӑват кӗтеслӗхӗн кашни кӗтесӗнче шыв, тӳпе, ҫӗр тата вут вырнаҫнӑ. Шалти тӑват кӗтеслӗх варринче — киремет йывӑҫҫи. Тӑват кӗтеслӗх юмана сыхлакан карта шутланать, Икӗ тӑват кӗтеслӗхӗн те алӑк пур. Ҫав алӑкран кӗрсе чӑваш ҫӳлти Турра пуҫ ҫапнӑ.
Аслӑ Пӑлхар, Сӑвар патшалӑхӗ мӗнпе палӑрнӑ-ха? Аслӑ Пӑлхар 25 ҫул упраннӑ. Кубрат Каган вилсен 66-мӗш ҫулта пӑлхарсем сапаланма пуҫланӑ. Пӗрисем — Кубратӑн пӗр ывӑлӗ Кӑтра патша ертсе кайнипе — Атӑл ҫине тухнӑ, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗ. Аспарух хӑйӗн йӑхӗсене Дунай юханшывӗ патне илсе ҫитернӗ, кунта хальхи Болгари йӗркеленнӗ. Вӑл Пӑлхар ҫӗршывне славянсемпе пӗрле тунӑ. Христиан тӗнне илнӗ. Хура пӑлхарсем /балкарсем/ Кубратӑн Баян ятлӑ ывӑлӗпе Ҫурҫӗр Кавказрах юлнӑ, ислам тӗнне йышӑннӑ.
3-мӗш тапхӑр — Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗ. Тепӗр майлӑ ӑна Атӑл тата Шуратӑл тапхӑрӗ теҫҫӗ.Эпир мӗншӗн хӑмла ҫитӗнтерме юрататпӑр тетӗн? Пирӗншӗн хӑмла иҫӗм вырӑнӗнче. Тутарсем те мар, ытти халӑхсем те мар, чӑвашсем тӗнчене паха хӑмлапа савӑнтараҫҫӗ.
Ҫакӑ пирӗн юнра. Ҫурҫӗр Кавказра пурӑннӑ чух ген шайӗнче информаци пулса ҫирӗпленнӗ. Атӑлҫи Пӑлхарта пурӑннӑ чух чӑвашсен /пӑлхарсен/ тумӗ те улшӑннӑ. Алтай тӑрӑхӗнче куҫса ҫурекен халӑх тумӗ пулнӑ мӑн асаттесем ҫинче. Ҫурҫӗр Кавказра Византи тата Иран чӗлхиллӗ халӑхсен тумне куҫ хывнӑ. Кӗпе-тумтир ҫинчи тӗрӗ те улшӑннӑ. Хальхи чӑваш тӗррисем Ҫурҫӗр Кавказра никӗсленнӗ. Икӗ пин ҫул каялла пуҫланнӑ тӗрӗсенче
руна ҫырулӑхӗ упранса юлнӑ. Хӑш-пӗр руна паллине эпир Китай иероглифӗсенчен илнӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн тӗрӗсем виҫӗ пайлӑ: Китай иероглифӗсем, Зороастризм паллисем, руна ҫырӑвӗ. Кунта та синтез курма пулать. Пирӗн антропологие илсен ҫакӑ курӑнать: 76 процент — хутшӑннӑ чӑвашсем, 3 процент — азиатсем, 21,4 процент — европеецсем.
Атӑлҫи Пӑлхарта тӗп чӗлхе чӑваш чӗлхи пулнӑ. Ӑна ӑсчахсем кив пӑлхар чӗлхи теҫҫӗ. Мӗншӗн ун пек шутлаҫҫӗ-ха? Мӗншӗн тесен 1500 сӑмах пӑлхар чӗлхинчен ҫармӑс чӗлхине куҫнӑ, 600 сӑмах — венгр чӗлхине, 100 сӑмах — мордва чӗлхине, 300 ытла — удмурт
тата коми чӗлхисене. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ 500 ҫул чечекленнӗ: VIII
ӗмӗртен пуҫласа 1236 ҫулччен — Тутар-монголсем килсе пӗтериччен.
4-мӗш тапхӑр — Урта тапхӑрӗ.
— Вӑл 1243 ҫултан пуҫласа 1445 ҫулччен. Хусан ханлӑхӗ йӗркелениччен тӑсӑлать. Хусан ханӗсем пирӗн мӑн асаттесене питӗ хӗстернӗ. Ун чух вӗсене «худые болгары» тенӗ. Тутар-монголсем 15 ҫул хушшинче пӑлхар халӑхен 30 процентне пӗтернӗ, 1361 ҫултан пуҫласа 1419 ҫулччен 60 ҫул хушши Тамерлан, урта ханӗсем, ногай ханӗсем ытти 70 процента тӗп тунӑ. Халӑх шучӗ самаях сахалланса юлнӑ. Ун чух «худой болгарсем» 300-450 пин ҫеҫ сыхланса юлайнӑ. Атӑлҫи Пӑлхарта 2-3 миллион ҫын пурӑннӑ. Хусан империйӗ вӑхӑтӗнче ислам тӗнне йышӑнманнисем влаҫ структурине лекеймен. Ку тапхӑрта чӑваш тӗррисем хитреленнӗ. Тӗрлӗ енлӗх аталаннӑ. Эпир удмуртсемпе, мордвасемпе, ҫармӑсҫемпе хутшӑнса тӗрӗсене пуянлатнӑ. Вӗсем пиртен вӗреннӗ, эпир вӗсенчен. Хусан империйӗ чухне пусмӑртан тарнӑ пӑлхарсем ытти халӑхсемпе хутшӑннӑ. Ку тапхӑрта та ҫӗр ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
5-мӗш тапхӑр — Раҫҫей тапхӑрӗ.
Ку тапхӑр 1551 ҫулта пуҫланать. Ҫӗр ҫул ытла «худой болгарсем» Хусан ханлӑхӗнче пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле удмуртсем, ҫармӑссем, мордвасем, пушкӑртсем тата тыткӑна лекнӗ 100 пин вырӑс салтакӗ. Вырӑс салтакӗсем авланма пултарнӑ. Мӗншӗн хӑш-пӗр чӑваш вырӑс сӑнӗллӗ тетӗн? 450-500 ҫул каялла вӗсен мӑн аслашшӗсем вырӑс салтакӗсем пулнӑ.
1546 ҫулта чӑваш халӑхӗ пӑлхав ҫӗкленӗ. Хусан администрацине аркатнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчи
Карапаш ялӗнче, сӑмахран, мечӗт пулнӑ. Ҫав ялта халӗ те тутар масарӗ пур. Унта халь пурӑнакан Карапаш ял ҫыннисем ҫӳреме юратмаҫҫӗ. 1546-1547 ҫулсенче чӑваш ялӗсем пухӑнса тутар ялне ҫунтарса янӑ. Ял ҫыннисем
Хусана тарнӑ. Тарайманнисене чӑвашсем вӗлерсе пӗтернӗ. Тарӑхтарсан чӑваш та усалланать ҫав. Чӑваш йӑваш тени тӗрӗсех мар. Чӑвашсем Раҫҫее кӗнӗ. Хӑш-пӗр историк вырӑссем чӑвашсене Раҫҫее ирӗксӗрлесе кӗртни пирки сӑмахлать. Ман шутпа, ку тӗрӗс мар. Раҫҫее кӗмен пулсан чӑваш пӗтетчӗ. Ислам тӗнне йышӑннӑ чӑвашсем ӑҫта паян? Вӗсем пурте тутарланнӑ.
Халӗ — хамӑрӑн республика пур. Президент институчӗ ӗҫлет, Конституци, ялав, герб пур, культура, чӗлхе, йӑла-йӗрке упраннӑ. Чӑваш халӑхӗн йышӗ — 1 миллион та 600 пин. Юлашки ҫулсенче икӗ миллионран чакрӑмӑр, паллах. Анчах эпир пур... Маларах асӑннӑ параметрсем пӗтмесен халӑх пурӑнатех. Чӑваш ҫак ҫӗр ҫинчен ан ҫӗттӗр тесен чӗлхене, культурӑна малалла аталантармалла, йывӑр самантра пӗр-пӗрне пулӑшмалла. Ҫамрӑк ӑрӑва чӑваш пулса ҫитӗнтермелле.
— Геннадий Ильич, тавах сана интереслӗ калаҫушӑн. Чӑваш халӑхӗ ҫак ҫӗр ҫинчен ҫухалмасса ӗнентертӗн. Чунра шанчӑк ҫуратрӑн. Малашне те пӗр лава кулӗнсе чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшар. калаҫнӑ.